Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Анат Чаткас

Сывлӑх

Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче врач амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Унта Тури Чаткас, Хӗрлӗ Васан, Максим Горький ялӗсенчи ҫынсем ҫӳрӗҫ.

Тӗрӗссипе, амбулаторие ҫуркунне вӗҫӗччен туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах вӑл юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫеҫ хӑйӗн алӑкне уҫнӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, амбулаторие 1,2 пин ҫын пулӑшу илме пырӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм-водитель инкеке лекнӗ.

29-ри водитель тытса пыракан «Шкода-Рапид» машина «Шӑмӑршӑ-Анат Чаткас-Хайпӑла» ҫулпа пынӑ чухне ҫулӑн сулахай енне пӑрӑнса кӗрсе кайса кювета чӑмнӑ.

Салонта хӗрарӑм пӗчченех пулнӑ. Вӑл аманман. Ӑна тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ. Машина вара кӑштах лапчӑннӑ.

 

Культура

Шӑмӑршӑ районӗнче «Иван Яковлев – Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр» ятпа Яковлев вулавӗсем районти конкурс иртнӗ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конкурса 5—11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Конкурса районти тӗп, Асанкассинчи, Пуянкассинчи, Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи, Анат Чаткасри, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри, Кивӗ Чукалти, Карапай Шӑмӑршӑри, Чукалти, Хайпӑлари, Васанти вулавӑшсенчен 19 заявка ҫитнӗ.

Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ, вулавӑш пуҫлӑхӗ тата вулавӑш ӗҫченӗ хакланӑ.

«Илемлӗ сӑмах» номинацире Шӑмӑршӑри вӑтам шкулти Максим Чураков ҫӗнтернӗ, «Илемлӗ вулав» номинацире — Виҫпӳрт Шӑмӑри Анна Мульдиярова, «Инсценировка» номинацире — Васанти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем.

 

Ҫул-йӗр

Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма хӑйӗн ӗҫне лайӑх пурнӑламаншӑн айӑпласшӑн.

Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хӗрарӑм Анат Чаткас ял тӑрӑхӗнчи пӗр ялта ҫул сарасси пирки пӗлӗшӗпе, пӗр фирмӑн генеральнӑй директорӗпе, килӗшӳ алӑ пуснӑ.

Унтан вӑл ыйтнипе подрядчик ӗҫе пурнӑҫлани пирки актсем ҫырнӑ. Кайран ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ документа бухгалтерие тӑратнӑ. Кун хыҫҫӑн контрагент шучӗ ҫине 175 пин тенкӗ ытла куҫнӑ.

Анчах ҫул сарас ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ. Тӗрӗссипе, полицейскисем интересленме тытӑнсан ҫеҫ ӗҫ вырӑнтан хускалнӑ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Пуҫлӑх айӑпне йышӑнса тӑкака саплаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41625
 

Вӗренӳ

Шӑмӑршӑ районӗнчи прокуратура шкулсене тротуарсене юртан тасатманшӑн явап тыттарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсен тавралли территорие тивӗҫлипе тытманни кахалланни кӑна мар, ачасемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе шухӑшлать асӑннӑ надзор органӗ.

Прокуратура Шӑмӑршӑри вӑтам, Васанти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан, Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан, Анат Чаткасри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри вӑтам шкулсене кӗмелли алӑк патне пыракан тротуарсене юр-пӑртан тасатманнине, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, иртен-ҫӳрен шуҫса ӳкесрен хӑйӑр е урӑх реагент сапманнине асӑрханӑ.

Вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисен ячӗпе прокуратура асӑрхаттарса хут ҫырнӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ, айӑплисене ҫитменлӗхшӗн явап тыттарассине те асӑнса хӑварнӑ.

 

Ҫурт-йӗр Кунта малтан почта ӗҫленӗ...
Кунта малтан почта ӗҫленӗ...

Ҫапла шухӑшлать Шӑмӑршӑ район администрацийӗ. Ялсенче юлашки ҫулсенче хитрелетес-капӑрлатас тесе ҫынсем нумай тӑрӑшнине пӗлтереҫҫӗ унтисем. Илемлине кура вӗсем район шайӗнче чи хӑтлӑ ял-урама палӑртма йӗркелекен конкурса та хутшӑнакансем те сахал-мӗн районта.

Анчах, шел те, тепӗр организаци-учрежденийӗ хӑйӗн балансӗ ҫинчи кивелнӗ ҫуртсене те хаклӑ реликви вырӑнне хурса тытать. Е вӗсем пурри ҫинчен манса кайнӑ темелле-ши? Апла-и, капла-и, анчах кивӗ япала илем кӳме пултараймасть тесе шухӑшлать Шӑмӑршӑ район администрацийӗ. Ҫакна ӗнентерме вӑл ӳркенмесӗрех кивӗ икӗ ҫурта вырӑна ҫитсех ӳкернӗ. Начаррисен шутӗнче вырӑнтисем хӑй вӑхӑтӗнче почта пулнӑ Анат Чаткасри тата Пуянкассинчи ҫуртсене кӗртнӗ.

 

Республикӑра «Килех килчӗ тур ҫырни» спектакльти сыпӑк
«Килех килчӗ тур ҫырни» спектакльти сыпӑк

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков Сочинчи Олимпиадӑна тухса каять. Спортсмен пек мар паллах. Куракан евӗр. Вӑл нарӑсӑн 15-мӗшӗнче иртекен хоккея вырӑна ҫитсе курӗ.

Унта кайма май сиксе тухнине театр артисчӗсем хавасланса йышӑннине пӗлтерет театр. Каяс шухӑшлисем йышлӑн тупӑннӑ. Суйлав турӗ хыҫҫӑн 15-ӗн тӑрса юлнӑ. Шӑпа ярсах палӑртнӑ вӗсенчен пӗрне. Театрӑн нарӑс уйӑхӗнчи репертуарне ҫирӗплетнине кура хӑшӗсен шӑпа янӑ ҫӗре хутшӑнма май килмен — ара, спектакльте вылямалла-ҫке.

Калпака ҫын хушамачӗсене ҫырса янӑ та театрӑн профсоюз комитечӗн ертӳҫи хута туртса кӑларнӑ. Ун аллине Евгений Урдюков хушамачӗ кӗнӗ.

Урдюков — ҫамрӑк ӑрури артист. Вӑл 1989 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче ҫуралнӑ. Театрта 2011 ҫулта ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл темиҫе роле калӑплама ӗлкӗрчӗ. Анчах унӑн пуринчен ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ ролӗ тесе Арсений Тарасов пьесипе лартнӑ «Мунча кунӗ» драмӑри Михаила каламалла-тӑр. Унта вӑл сусӑр каччӑн рольне тӗлӗнмелле ӗнентерӳллӗ те чуна тивмелле вылять.

Малалла...

 

Ярӑславри Валентина Федоровна Яковлева (хӗр чухнехи хушамачӗ Карсакова) юпан 30-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ.

Хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ытти нумай-нумай тантӑшӗсем пекех, хура-шурра сахал мар курнӑ вӑл. 1922 ҫулта Ярӑславра ҫуралнӑскер, пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ вӑл. Васан шкулӗнче 7 класс пӗтерсен Мускаври бинтсем туса хатӗрлекен комбината ӗҫлеме кайнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вучӗ алхасма пуҫласан тӑван яла таврӑнса колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Валентинӑна тантӑшӗсемпе пӗрле Улатӑр таврашне окоп-траншея чавма янӑ. Унта шартлама сивӗре лум-кӗреҫепе, выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӗҫленӗ. Унтан таврӑнсан ирҫе хӗрне, унӑн тракториста вӗренес ӗмӗт пуррине шута илсе, Канаш хулине механизатора вӗренме направлени панӑ. Унта удостоверени илсен Шӑмӑршӑри машинӑпа трактор станцийӗнче (МТС) комбайнсем юсакан цехра вӑй хунӑ.

Арҫынсемпе юнашар ӗҫлесе Валя вӗсенчен, опытлӑ механизаторсенчен, техника вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме тӑрӑшнӑ. «Техника тӗлӗшпе тавҫӑруллӑ эсӗ, часах хӑв тӗллӗнех комбайнпа та, тракторпа та ӗҫлеме пуҫлӑн акӑ», — хавхалантарнӑ ӑна ӗҫтешӗсем.

Малалла...

 

ПУШ
09

Хисеп
 smaeva | 09.03.2012 20:36 |

Анат Чаткас ялӗ космосран пӑхсан
Анат Чаткас ялӗ космосран пӑхсан

Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткасри Лидя аппа, хут ҫинчи пек каласан, Лидия Григорьевна Нянина, ҫак кунсенче 80 ҫул тултарчӗ. Юбиляра саламлама ачи-пӑчипе мӑнукӗсем, ҫывӑх тӑванӗсемпе кӳрши-арши йышлӑн пухӑнчӗҫ. Хӑй те, тӑванлӑха мала хураканскер, ӗҫкӗ-ҫикӗре илем тӑвать те, хурӑнташӗ-пӗлӗшӗ те паллӑ кунпа Лидия Григорьевнӑна чыс кӳчӗ. Чӑн-чӑн хисеп!

Сакӑр теҫетке урлӑ каҫрӗ тесе калассӑм килмест Лидя аппа пирки. Кӗре ӳтлӗ сӑн-питӗнчен нар шевли кайман-ха (ҫамрӑк чухнехи чиперлӗхе асилтерет вӑл!). Ӑш-пиллӗх сапалакан хӑмӑр куҫӗсем чӗррӗн пӑхаҫҫӗ, хуҫи патне туртаҫҫӗ. Калаҫасса та кӳршӗм кашни сӑмаха виҫсе, ҫын кӑмӑлне, ӳсӗмне шута илсе калаҫать. Такампа та пӗр чӗлхе тупать. Ахальтен мар ватти те, вӗтти те ун ҫумӗнче. Вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӑмӑл шӑм-шаклӑ хӗрарӑмӑн хусканӑвӗ те вӑр-вар. Пӑрчкан пек, лара-тӑра пӗлменскер, шав ӗҫлӗ. Час-часах чиркӗве е тӑванӗсем патне васканине асӑрхатӑн. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗхе (ӗне, лашапа тиха, темиҫе сысна — ҫӑвӑрламалли таранах, сурӑх-путек, хур-кӑвакал, чӑх-чӗп усраҫҫӗ вӗсем) пӑхма та, ҫу кунӗсенче пахча ҫимӗҫ ҫумлама-шӑварма та ҫемйине сисӗнмеллӗх пулӑшу парать Лидия Григорьевна.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.gov.cap.ru/main.asp?govid=75
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ